Ял хуҫалӑхӗ
![]() Вӑрмар районӗнчи пӗр ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен пӗрин хӑмла типӗтмелли Раҫҫейре кӑларнӑ комплекс пулӗ. Хӑмла типӗтмелли комплекса Раҫҫейре тӑвас ыйтӑва Чӑваш Енӗн Правительствин ҫуртӗнче сӳтсе явнӑ. Тӗл пулӑва ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, республикӑри хамла туса илекенсем, Чӑваш Ял хуҫалӑх академийӗн ректорӗ Андрей Макушев тата аслӑ шкулӑн инженери факультечӗн деканӗ Николай Пушкаренко хутшӑннӑ. Вӗсем Чукун ҫул техникин 41-мӗш тӗп савучӗн ӗҫченӗсемпе курнӑҫнӑ. Савутӑн аталану енӗпе ӗҫлекен директорӗ Вадим Хромых тата Артур Дышаленков тӗп конструктор ХС-400 хӑмла типӗтмелли Раҫҫейри пӗрремӗш комплекс тӑвас шухӑшлине пӗлтернӗ. Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тарӑх, комбайна 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче тӗрӗслесе, ҫӗртме уйӑхӗнче ӑна Вӑрмар районӗнчи «АгроРесурсы» предприятире вырнаҫтарса ӗҫлеттерсе пӑхасшӑн, кӗркунне хута ярасшӑн. Савутпа ял хуҫӑлӑх предприятийӗн ертӳҫисем хут ҫине алӑ пуссах калаҫса татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енри виҫӗ агропромышленность предприятийӗ Мускавран пысӑк сумма укҫа илӗ. Вӗсем кӑҫал калӑпӑшлӑ инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртнӗ. Ансартрах каласан, выльӑх-чӗрлӗх фермисем хута янӑ. Федераци хыснинчен субсиди илмелли конкурсра Патӑрьел районӗнчи «Исток» тулли мар яваплӑ общество, Хӗрлӗ Чутай раойнӗнчи «Коминтерн» ял хуҫалӑх кооперативӗ, Вӑрнар районӗнчи «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» акционерсен обществи ҫӗнтернӗ. Малтанхисем пӗрер проект тӑратнӑ, юлашкинчен асӑнни — иккӗ. Вӗсен пӗтӗмӗшле смета хакӗ 326 миллион та 400 пин тенке ларнӑ. Проект хуҫисене хыснаран 81 миллион та 600 пин тенкӗ лекмелле. Кӑҫал, сӑмах май, Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсем 32 инвестици проектне 1 миллиард тенкӗлӗх пурнӑҫа кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енре кӑҫал пуҫтарса кӗртнӗ ҫӗр улмин пысӑк пайне республикӑри виҫӗ районта туса илнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин инноваци, отрасль аталанӑвӗн тата ҫӗр ӗҫӗн пайӗ пӗлтерет. Ҫӗр улми туса илессипе тӑван республикӑмӑр кӑҫал федерацин Атӑлҫи округӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Асӑннӑ культурӑн калӑпӑшӗпе пирӗнтен Чулхула облаҫӗ тата Тутар Республики ирттернӗ. Кунта сӑмах ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе пысӑк фермерсем пирки пырать. Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче тата хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче иккӗмӗш ҫӑкӑра 142,5 пин тонна туса илнӗ. Тухӑҫ гектартан вӑтамран 185,1 центнер тухнӑ. Республикӑра туса илнӗ мӗнпур ҫӗр улминчен 44,5 проценчӗ Куславкка, Патӑрьел, Комсомольски районӗсене тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Турцири TANIS Чӑваш Енре упрамалли элеватор хута ярасшӑн. Кун пирки Ял хуҫалӑх министерствинче калаҫнӑ. Инвесторсем Чӑваш Ене килсе хӑйсем мӗн тума пултарни пирки каласа кӑтартнӑ. Компани ял хуҫалӑх продукцине упрамалли, хатӗрлемелли хатӗр-хӗтӗр кӑларас енӗпе ӗҫлет. Савут 25 пин тӑваткал метр лаптӑка йышӑнать. Халӗ унта тулӑ, ясмӑк, ытти кӗрпе, ҫӑнӑх хатӗрлемелли хатӗрсем туса кӑлараҫҫӗ. Турцири инвесторсем каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре хӑйсен проектне пурнӑҫлама май килсен вӗсене патшалӑх пулӑшу парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Алексей Кряжинов журналист Муркаш районӗнчи Е. Андреев ячӗллӗ ӑратлӑ савутра пулса тӗлӗннӗ. Асӑннӑ ял хуҫалӑх производство кооперативӗ хӑй вӑхӑтӗнче «Знамя труда» (чӑв. Ӗҫ ялавӗ) ятлӑ пулнӑ. Хуҫалӑха вӑхӑтӗнче Социализмла Ӗҫ Геройӗ, Ленин орденне тивӗҫнӗ Евтихий Андреев ертсе пынӑ. Колхоз Муркаш районӗнче кӑна мар, ҫӗршывра та янӑраса тӑнӑ. Евтихий Андреев пек ҫынсене пӗр алӑри пӳрнесемпе шутласа кӑларма пулать тесе ҫырнӑ Алексей Кряжинов Фейсбукра. Муркашсен тӗслӗхӗпе паллашма ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пухӑннӑ. Унта йӑлтах элита пулнӑ: ӗнесем те, вӑрлӑх та. Кашни пилӗк ялта фермӑсем ӗҫленӗ. Хуҫалӑхӑн инфраструктури те аван вӑйлӑ пулнӑ: склачӗсем, мехпаркӗ, тимӗрҫӗ лаҫҫи, котельнӑй, арман. Ҫаксем пурте хуҫалӑх производствине аталанма пулӑшнӑ. Миллионер-колхозран халӗ ним те юлман иккен: ӑратлӑ ӗнесем те, сыснасем те, техника та. Сутма май пуррине сутнӑ, турттарса каймаллине турттарса кайнӑ, ишмеллине ишнӗ. Юлнине е тара панӑ, е сутнӑ. Тимӗрҫӗ лаҫҫинче — шиномонтаж, мехпаркра усламҫӑсем стройматериал сутаҫҫӗ. «Муркаш районӗнче пулнӑранпа эрне ҫитсен те курни асран тухмасть», — тенӗ Алексей Кряжинов журналист. |
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Кӑҫал ҫулла ҫумӑр ытлах ҫумарӗ. Ҫавна май республикӑри хӑш-пӗр районта типӗ ҫанталӑк тӑчӗ, пахча ҫимӗҫ, тыр-пул лайӑх ӳсмерӗ. Паллах, ку аграрисемшӗн – тӑкак. РФ Ял хуҫалӑх министрӗ Чӑваш Енри аграрисене типӗ ҫанталӑк кӳнӗ тӑкака шутланӑ – 69,7 миллион тенкӗ. 7,59 пин гектар ҫинчи ял хуҫалӑх культури тӗп пулнӑ. РФ Ял хуҫалӑх министерстви аграрисене компенсаци тӳлемелли постановлени проектне РФ Правительствине пӑхса тухма панӑ. Ӑна ырланӑ хыҫҫӑн аграрисене компенсаци тӳлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Вӑрнарти аш-какай комбинатӗнче инвестици проектне кӑҫал ака уйӑхӗнче пурнӑҫлама тытӑннӑ. Ӗнер, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, унта выльӑх-чӗрлӗх комплексӗнче пӑру вити уҫӑлнӑ. Унта 2400 пуҫ вырнаҫать. Витене тумашкӑн 171,4 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫӗнӗ комплекса хута яни агрохолдинга мӑйракаллӑ шултра выльӑх шутне 6 пине ҫитерме май парӗ. Вӗсенчен 2 пинӗшӗ сумалли ӗнесем пулӗҫ. Пӗлтӗр комбинатра сӗт суса илесси вӑтамран 6000 литрпа танлашнӑ. Ҫӗнӗ вите хута яни ку кӑтартӑва 10 пин тонна таран ҫитерме пулӑшӗ. Аш-какай туса илесси те ӳсӗ – ҫулталӑкне 1,3 пин тонна туса илесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Шупашкар районӗнче 2020 ҫул тӗлне чӑх каяшне тирпейлекен савут хута ярасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, кун валли 270 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Шупашкар районӗнче тата Шупашкарта пурӑнакансем «Юрма» предприятинчен сарӑлакан каяш шӑрши тӗлӗшпе нумай шавлаҫҫӗ. Хапрӑка хупмалла тесе петици ҫыракансем те тупӑннӑччӗ. Паян Шупашкар районӗнчи «Юрма» агрохолдингра Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов пулнӑ. Предприятин ертӳҫи Владимир Ермолаев савут валли ҫӗре ятарлӑ тӗллевпе куҫарнӑ. Ӗҫе пуҫӑнма ҫак эрнере район администрацийӗнче ирӗк илме ӗмӗтленеҫҫӗ. Савут кайӑк-кӗшӗк тислӗкне тирпейлесе гранула кӑларма тытӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() 2020 ҫул тӗлне чӑх каяшне тирпейлекен савут хута ярасшӑн. Кун валли 270 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Кунашкал савута «Юрма» агрохолдинг тума палӑртине унччен сайтра хыпарланӑччӗ. Организаци ҫак пысӑк проекта пурнӑҫа кӗртмешкӗн ҫул-йӗр карттине хатӗрленӗ. Ҫӗнӗ савутра талӑкне 400 тонна каяш тирпейлесшӗн. Каяша типӗтсе гранула евӗр тӑвӗҫ, кайран унпа ял хуҫалӑхӗнче тӑпра пахалӑхне лайӑхлатас тӗллевпе усӑ курасшӑн. Хальлӗхе агрохолдинг каяша уя тӑкать. Унӑн шӑрши Шупашкарта та сарӑлать. Ку ҫынсене, паллах, килӗшмест. Эппин, савут хута яни ҫак пӑтӑрмаха та пӗтерме пулӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Муркаш районӗнче пурӑнакансем хӑйсен ялӗ ҫывӑхӗнче Китай ҫыннисем хуҫаланасран шикленсе ӳкнӗ. Китай пуянӗсем Чӑваш Енре агромпромышленность паркӗ тӑвасшӑн. Пӑрачкав районӗнче вӗсем икӗ ферма уҫасшӑн: вӗсенче 2-шер тата 4-шар пин пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх ӗрчетме ӗмӗтленеҫҫӗ. Муркаш районӗнче сӗт тирпейлесшӗн. Пӑрачкав районӗнче ҫӗре инвесторсем валли хатӗрлеме пуҫланӑ пулсан, Муркаш районӗнчи тӑватӑ ялта прокуратурӑна ҫӑхав ҫыраҫҫӗ, митинга тухаҫҫӗ иккен. Кӑмӑлсӑрланаканнисем — Эхветкасси, Калмӑкасси, Тереҫ тата Рыккакасси ялӗсем. Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин «Сычуань – Чувашия» (чӑв. Сычуань – Чӑваш Ен) агропарка хирӗҫ шавланине ырламан. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, пӑлханмашкӑн иртерех. Ҫитменнине тата Китай ҫыннисене уйӑрма палӑртнӑ Муркаш районӗнчи ҫӗр унччен ахаль выртнӑ. Министр инвестпроекта Россельхознадзор та, ҫут ҫанталӑк прокуратури те сӑнаса тӑрассине, экологие сиен кӳмессине шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егорова Анна Семеновна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |